Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сутӑнчӑка мӗн хак тӳлеҫҫӗ (Кӗмел Кӗпер)

Упи-паттӑрЧупрӑм-антӑм шыв хӗрне
Тарӑн шывра ҫӑвӑнма.
Шыва кӗрсе пулмарӗ, —
Шывӗ ытла тарӑнччӗ.

Чупрӑм-антӑм улӑха
Савнӑ туса шыраса.
Савнӑ туса тупмарӑм,
Унта вӑрҫӑ пыратчӗ.

Ҫынсем темшен вӑрҫаҫҫӗ,
Уххисемпе переҫҫӗ,
Хӗҫӗсемпе касаҫҫӗ,
Сӑннисемпе чикеҫҫӗ.

Авалхи юрӑран.

Тус-юлташа сутни выльӑх сутни мар.
Тус-юлташа сутнӑшӑн мӗнле тӳлессине
Ҫӳлти Турӑ кӑна пӗлет.
Авалхи чӑвашсем калани.

Аслӑ ҫынах пуль ҫав Батый-хан. Капетран хӑйӗн пайцзине питӗ пӗлсе парса янӑ-ҫке вӑл Парӑҫ-Пӑрӑнтай валли. Пайцза пулман пулсан Парӑҫ-Пӑрӑнтай ниепле те хан патне ҫитеймесчӗ. Ҫул ҫинче пин ытла сентӗр тӑратса тухнӑ монголсем. Пайцза ҫук пулсан калаҫса та тӑмаҫҫӗ, чикеҫҫӗ те пӑрахаҫҫӗ. Батый-хан пайцзи вара Параҫ-Пӑрӑнтая асамлӑ япала пек питӗ пулӑшрӗ: монголсем ӑна курсассӑнах тӳрех улшӑнаҫҫӗ, мӗн кирлине йӑлтах тупса пама тӑрӑшаҫҫӗ, апат ҫитереҫҫӗ, кирлӗ ҫӗре ҫити ӑсатса та яраҫҫӗ. Ҫапла вара, Ейӗк шывӗ урлӑ каҫса, Парӑҫ-Пӑрӑнтая Батый-хан тапӑрне ҫитрӗ. Аслӑ хан патне ӑна ҫав кунах илсе кӗчӗҫ.
— Мӗнле-ха вара эсӗ, Парӑҫ-Пӑрӑнтай, хӑв аллунти астула та тытса тӑраймарӑн? — тӗлӗннӗ пек пулчӗ Батый, килнӗ пӑлхар мӑрси ҫине кушак куҫӗпе пӑхса. — Малтанах ман ҫын, урӑхла каласан, Капет, хӑв патна пырсанах санӑн патша керменне тытса илмеллеччӗ, — ӑс вӗрентнӗ пек каларӗ вӑл. — Вара вырӑссем патне хӑвӑн ҫыннусене ярса Ылттӑнпик пуҫне касма хушмаллаччӗ. Никам сисмен чухне... Сан мӗскер, ҫавна тума ылттӑн-кӗмӗл ҫитмерӗ-и?
— Ӑс ҫитмерӗ, — кӗскен хуравларӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. — Ун пеккиие нихӑҫан та туса курман та...
— Ӑс ҫитмерӗ тени тӗрӗсех, — кулса ячӗ Батый. — Астул тытса илесси ҫӑмӑл япала мар ҫав. Тӗрӗссипе каласан, манӑн хамӑн та сана шанмалла марччӗ. Вырӑссем патне хамӑн ҫынсене ямаллаччӗ. Чухлаймарӑм.
— Нумай лараймасть вӑл патшара! — тарӑхнӑн каларӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. — Ылттӑнпик пирки калатӑп эпӗ. Эсӗ, аслӑ хан, Ылттӑнпике пӗтерес ӗҫре мана пулӑшасса шанатӑп эпӗ.
— Усси пур-и-ха вӑл сана пулӑшни? — ыйту панӑ пек пулчӗ Батый. — Сан вырӑнна урӑх ҫын тупмалла мар-и манӑн?
Парӑҫ-Пӑрӑнтай хӑранипе хӗремесленсе кайрӗ. Батый чӑнласах та ун вырӑнне урӑх ҫын тупас тесессӗн, монголсем вара ӑна ниме кирлӗ мар япала пек кӑлараҫҫӗ те ывӑтаҫҫӗ.
— Юрӗ-юрӗ, — кулса ячӗ Батый. — Урӑх ҫын кирлӗ мар. Атӑлҫи Пӑлхарстан патши эсех пулатӑн.
Парӑҫ-Пӑрӑнтай, ку сӑмахсене килӗштернине пӗлтерсе, Батыя ҫӗре ҫитиех пуҫ тайрӗ.
— Эппин, ман пата хӗсмете килме килӗшетӗн? — тӳрех ыйтрӗ Батый.
— Килӗшетӗп, аслӑ хан, — ҫирӗппӗн каларӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай.
— Пит аван, — терӗ Батый. — Ыран эпир сана монголсем патне хӗсмете илетпӗр.
* * *

Тепӗр кун ирех Парӑҫ-Пӑрӑнтай патне виҫӗ монгол ҫынни пычӗҫ. Пӗри, асли, ватӑ, ыттисем ҫамрӑк.
— Кайрӑмӑр! — терӗ ватӑ монгол.
— Ӑҫта? — тӗпчесе пӗлес терӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай.
Ватӑ монгол ун ҫине ҫаврӑна пӑхрӗ те тепӗр хут каларӗ:
— Кайрӑмӑр!
Ӑҫта илсе кайнине эппин вӑл хӑй те пӗлмест пуль", — тӗлӗнсе шухашларӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай, хӑйне чӗннӗ монгол хыҫҫӑн утса.
Малта — ватӑ монгол, Парӑҫ-Пӑрӑнтай ун хыҫӗнче, Парӑҫ-Пӑрӑнтай хыҫӗнче ике ҫамрӑк монгол сӑнӑ тытса пырасҫӗ. Кӑшт аяккинелле пӑрӑнсанах сӑннине хыҫалтан чышаҫҫӗ, пӑрӑпма юрамасть теҫҫӗ.
Те ку хисеплӗ хурал пулчӗ. Те тытса пыни. Часах хайхискерсем пысӑк юрттӑ патне ҫитрӗҫ.
Юрттӑ тесе монголсем кӗҫҫесемпе витнӗ ҫаврака ҫурта калаҫҫӗ. Ӑна питӗ хӑвӑрт пуҫтарса лав ҫине хума, урӑх ҫӗре куҫарса кайса лартма та пулать.
— Аслӑ хан сана, пӑлхар мӑрси, паян хесмете илет, — терӗ ҫакӑнта ҫитсен ватӑ монгол.
"Эппин, ку Батыйӑн кермен вырӑнне шутланакан юртти ӗнтӗ, — тавҫӑрса илчӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. — Ӗнерхи юртти ялан пурӑнаканни пулчӗ пуль. Кур-ха, эппин, паян мана хӑй керменӗнче йышӑнать", — савӑнчӗ вӑл.
Таҫтан аякран темиҫе монгол ҫынни ҫӗнӗ халат илсе килчӗҫ.
— Хӑвӑн тумна хыв та ҫакна тӑхӑн! — хушрӗ ватӑ монгол. — Кивӗ тумупа пӗрле эсӗ пӑлхар пулни пӗттӗр. Монгол тумне тӑхӑнатӑн та эсӗ паянтан пуҫласа монгол пулатӑн. Атя, атя, кивӗ тумне хыв! — аптраса тӑракан Парӑҫ-Пӑрӑнтая васкатрӗ вӑл. — Кунта шутласа, ун-кун пӑхкаласа тӑма юрамасть.
"Ӗҫе пуҫларӑн пулсан вӗҫне ҫитермеллех", — тесе, Парӑҫ-Пӑрӑнтай ҫийӗнчи пӑлхар тумне хыврӗ те хӑйне тыттарнӑ монгол халатне илчӗ. Хулӑм, питӗ ӑшӑ халат пулмалла. Ҫапла шутласа вӑл халата тӑхӑнма тытӑнчӗ. Ҫав вӑхӑтра монголсем унран илнӗ пӑлхар тумне ҫӗре пӑрахрӗҫ те урисемпе таптама тытӑнчӗҫ.
— Паянтан пуҫласа пӑлхар ҫынни ҫук пирӗн тапӑрта, — терӗ ватӑ монгол. — Пӑлхарсем пирӗн чи хӑрушӑ тӑшмансем. Эсӗ вара пирӗншӗн паянтан пуҫласа монгол пулатӑн.
Пысӑк юрттӑна пынӑ ҫӗре пысӑк кӑвайт хунӑ.
— Тасалмалла санӑн, — терӗ ватӑ монгол. — Ҫак кӑвайт урла сиксе каҫмалла.
Парӑҫ-Пӑрӑитайӑн ирӗксӗрех вӑл хушнине тумалла пулчӗ.
— Халӗ вара кӑвайтсен хушшипе тухатпӑр, — терӗ леш монгол ҫынни. — Пӗтӗмпех тасалса пӗтме.
Чӑнах та, тата маларах кайсан икӗ рет кӑвайт чӗртнӗ вырӑна тухрӗҫ. Ертсе пыракансем Парӑҫ-Пӑрӑнтая вӗсен хушшипе ертсе пычӗҫ те пысӑк юрттӑ алӑкӗ патне ҫитрӗҫ.
— Кӗриччен санӑн ҫичӗ хутчен пуҫҫапмалла, — терӗ ватӑ монгол, — кайран тата тӑхӑр хутчен кукленсе лармалла. Вара тин шала, аслӑ хан патне кӗме юрать.
Парӑҫ-Пӑрӑптай кун пек мӑшкӑл тӳсессе шутламан та. Вӑл каялла тарса кайма ҫук-и тесе унӑн-кунӑн пӑхкаласа илчӗ. Монголсем ҫакна тӳрех туйрӗҫ.
— Каялла кайма юрамасть, — терӗ ватӑ монгол. — Кунтан икӗ ҫул кӑна: е аслӑ хан патне кӗмелле, е Лештӗнчене каймалла. Лештӗнчене кайма ан васка. Унта нимӗнле апат та ҫитермеҫҫӗ.
Ку сӑмахсене илтсессӗн, ватӑ монгол питӗ кулӑшла сӑмахсем каланӑ пек ҫамрӑккисем ахӑлтатса кулса ячӗҫ.
Парӑҫ-Шрӑнтайӑн вара ирӗксӗрех хӑйне мӗн хушнине тумалла пулчӗ.
— Халӗ ӗнтӗ шала кӗме те юрать, — терӗ ватӑ монгол, пысӑк юрттӑн алӑкне уҫса.
Вӑл Парӑҫ-Пӑрӑнтая чышса тенӗ пекех шала кӗртрӗ те хӑй тулайнех юлчӗ. Юрттӑра монголсен урӑх теккерӗсем иккен. Вӗсем Парӑҫ-Пӑрӑнтая аллисенчен ярса илчӗҫ те пусахласах чӗркуҫлентерсе лартрӗҫ.
— Аслӑ хан патне упаленсе пымалла! — хаяррӑн, чашкӑрнӑ пек каларӗҫ. — Илтетӗн-и, пӑлхар мӑрси?.. Упаленсе пымалла!
Темиҫен Парӑҫ-Пӑрӑнтая купарчинчен сӑнӑпа тӗкрӗҫ.
— Ан кӗттер!..
Мӗн тӑвас тен, хирӗҫлесе тӑрсассӑн ним шеллемесӗр чиксе пӑрахасса пӗлет Парӑҫ-Пӑрӑнтай. Ирӗксӗрех унӑн упалене-упалене таҫта шалта, ҫӳллӗ вырӑнта ларакан Батый хан патне каймалла пулчӗ.
— Парӑҫ-Пӑрӑнтай, эсӗ-и ку? — аслӑ хан сассине илтрӗ вӑл сасартӑк.
— Эпӗ, аслӑ хан! — пуҫне ҫӗклерӗ те Парӑҫ-Пӑрӑнтай ури ҫине тӑма хӑтланчӗ. Анчах ӑна ҫӗкленме памарӗҫ: хан вырӑнӗ патӗнче тӑракан нукерсем иккӗн икӗ хулӗнчен сӑнӑпа тӗксе каллех урайне ӳкерчӗҫ.
— Кунтарах кил! — хушрӗ Батый.
Хальхинче вара Парӑҫ-Пӑрӑнтай ури ҫине тӑма шутламарӗ те, ҫаплах, упаленсех, хан патне ҫывӑхарах пычӗ.
— Тата кунтарах! — хушрӗ Батый. Парӑҫ-Пӑрӑнтай упаленсе хан ури патнех ҫитрӗ.
— Пуҫна ан ҫӗкле, — илтрӗ вӑл монголсен сассине. — Пуҫӑнтан усал шухӑшсем кайччӑр тесе, халӗ сана таса шывпа сапатпӑр!
Чӑнах та, Парӑҫ-Пӑрӑнтай пуҫӗ ҫине пӗр курка шыв тӑкрӗҫ.
— Халӗ ӗнтӗ эсӗ усал шухӑшсенчен тасалтӑн, — терӗҫ монголсем. — Аслӑ хан ури умӗнче ҫичӗ хутчен пуҫ тай!
Ҫичӗ хутчен пуҫ тайнӑ хыҫҫӑн Парӑҫ-Пӑрӑнтай тата мӗскерле машкӑллаҫҫӗ-ши тесе кӗтме тытӑнчӗ.
— Акӑ, — илтех кайрӗ вӑл Батый сассине, — Парӑҫ-Пӑрӑнтай, санӑн усал шухӑшсенчен тасалнӑ пуҫу ҫине эпӗ хам урапа пусатӑп... Ку вӑл эпӗ, монголсен аслӑ ханӗ, сана хам пата хесмете илнине пӗлтерет.
Батый-хан хӑйӗн йывӑр атӑллӑ урине Парӑҫ-Пӑрӑнтай пуҫӗ ҫине хучӗ:
— Йывӑр-и ман ура? — ыйтрӗ Батый.
— Йывӑр, — хуравларӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай.
— Тӗрӗс калатӑн, — килӗшрӗ Батый. — Йывӑр. Анчах питӗ илӗртӳллӗ. Такам та ман атӑ хӑйӗн пуҫӗ ҫинче пулнине курасшӑн. Уншӑн теприсем тем те пама хатӗр. Тӗрӗс калатӑп-и, Парӑҫ-Пӑрӑнтай?
— Тӗрӗс калатӑн, — килӗшрӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай.
— Эппин, паяитан пуҫласа эпӗ, монголсен аслӑ ханӗ, сана, Парӑҫ-Пӑрӑнтай, хам пата хесмете илетӗп. Тамань паратӑп сана. Таманпӳ пулатӑн. Часах, пӗтӗм ҫарсене ертсе, пӑлхарсем ҫине кӗрсе каятпӑр. Сана чыс та мухтав! Хӑвӑн таманӳпе эсӗ чи малта пырӑн, пире, монголсене, ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳ патне илсе пырӑн!..
Аслӑ хан юрттинчеи тухнӑ чухне Парӑҫ-Пӑрӑнтайӑн икӗ куҫӗнче те туп-тулли куҫҫульччӗ. Сутӑнчӑка мӗн хак тӳленине вӑл паян питӗ лайӑх ӑнланчӗ. Анчах халь тин нимӗн тума та ҫук ӗнтӗ. Каялла каймалли ҫул ҫук уншӑн. Монголсене юраса пурӑнса кӑна хӑйне валли ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере пурнӑҫ тупма пултарать вӑл.
Юрттӑ алӑкӗ патӗнче тӑракан монголсен теккерӗсем те Парӑҫ-Пӑрӑнтайӑн икӗ куҫӗ тулли куҫҫулӗ пулнине питӗ лайӑх курчӗҫ.
— Савӑннипе йӗрет, — терӗ пӗр ҫамрӑк монгол, Параҫ-Пӑрӑнтай ҫине ӑмсаннӑн пӑхса. — Анчӗ ку ҫынна! Таманпӳ пулса тухрӗ.
Ыттисем ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗҫ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-08-29 21:47:29 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2752 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем